Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тури ҫармӑс чӗлхи

Кӳршӗре

Нумай пулмасть Google хӑйӗн GBoard программине ҫӗнетнӗ — туҫи ҫармӑс сарӑмне кӗртнӗ. Кун пирки Мари Элте тухса тӑракан «Ваш новый день» (чӑв. Сирӗн ҫӗнӗ кун) хаҫат пӗлтерет.

— Раҫҫейре вырӑс чӗлхисӗр пуҫне темиҫе теҫетке чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, — хӑй шухӑшне пӗлтернӗ GBoard программӑн техника менеджерӗ Даан ван Эш. — Вӗсене пӗлекенсен чылай чухне мобиллӗ устройствӑсенче тӑван чӗлхесемпе усӑ курма пит йывӑр. Уйрӑмах, хатӗр-хӗтӗрӗ вырӑс чӗлхипе кӑна пичетлеме май парать пулсан. Тӗслӗхрен, чылай чӗлхере хушма кириллица саспаллийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ, вӗсем вара ахаль сарӑмра ҫук.

Туҫи ҫармӑс чӗлхине кӗртнӗ хыҫҫӑн GBoard Раҫҫейри кӑк халӑхсен 22 чӗлхипе усӑ курма май парӗ. Вӗсен йышӗнче чӑваш чӗлхи те пур. Паллах, GBoard вырӑс чӗлхипе те пичетлеме май парать.

GBoard — Андроидлӑ смартфонсем валли Google хатӗрленӗ сарӑм. Унпа усӑ курса пурӗ 400 ытла чӗлхепе пичетлеме пулать. Ытти сарӑмсемпе танлаштарсан, пичетленӗ май вӑл йӑнӑшсене тӳрлетме тӑрӑшать, тата сӑмахсене вӗҫлеме пулӑшать.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 26

1945
81
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
26
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та